Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МУЛЕНДЕЕВСЕНЧЕН ТĕСЛĕХ ИЛМЕЛЛЕ

06 мая 2013 г.

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă çынсенчен чылайăшĕ кайран та спорт вăййисене пăрахмаççĕ, тĕрĕс пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Çемьеллĕ, ача-пăчаллă пулни те суйласа илнĕ çул-йĕртен пăрмасть. Аслисем çитĕнекен ăрăва та хăйсем пекех спортпа туслашма явăçтараççĕ. Çакнашкаллисем питех те нумай пирĕн енче. Акă Мулендеевсенех илер. Ачисем шкулта иртекен пĕр спорт мероприятийĕнчен те юлмаççĕ. Вĕсем юрра-ташша та ăста, купăс калама пĕлекенсем те пур.

 

Кăçалхипе виççĕмĕш хут ялти спорт сезонне çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче мини спорт вăййипе уçрĕç Мулендеевсем. Ăмăртăва йĕркелесе ирттерсе ярассине, призсемпе тивĕçтерессине йăлтах хăйсем çине илеççĕ. Фермер хуçалăхĕ ăнăçлă ĕçлесе кайни те пулăшать-тĕр, ахăртнех. Анатолий Иванович ял тăрăхĕн депутачĕ те. Андрей Семеновичăн икĕ ывăлĕ вара сумлă спортсменсем. Коля – спорт маçтăрĕн кандидачĕ, Валерий – велосипедпа тăватă енĕпе спорт маçтăрĕ. Вăл Шупашкарти В. Ярды ячĕпе хисепленекен шкул директорĕнче вăй хурать.

 

Василий Степанович ачисем те спортпа туслă. Володя футбол енĕпе пултаруллă. Сергей кĕрешÿçĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех ирĕклĕ майпа район тата республика чемпионĕн ячĕсене çĕнсе илнĕ. Ăрăва тăсакансенчен виççĕшĕ медицинăн аслă пĕлĕвне илнĕ, пурте сывлăх хуралĕнче вăй хураççĕ. Сергей Васильевич – Шупашкарти чи лайăх шăл тухтăрĕсенчен пĕри. Унăн ывăлĕ те спорта явăçассипе ашшĕнчен юлмасть. Çамрăк чухне Дима гимнастика секцийĕнче тăрăшнă. Çитĕнсе пынă май залтан уçă çĕре тухнă: йĕлтĕр спорчĕн “слоуп-стайлĕпе” интересленет. Çак тĕсе çитес çулхи Сочинче пулса иртекен Олимп вăййисен программине те кĕртнĕ. Шкул ачисен VI спартакиадинче Дмитрий Мулендеев пăхăр медале тивĕçнĕ.

 

В. БОРОДКИН.

 

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика