Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Биатлон – Муркашсем валли

13 октября 2011 г.

Иртнĕ шăмат кун Шупашкарта Чăваш енĕн çуллахи биатлон Кубокĕ иртнĕ. 50 ытла биатлонист медальсем çĕнсе илессишĕн старта тухнă. Ÿсĕмсене кура арçынсен пилĕк ушкăнĕ тата хĕрсен тăватă ушкăнĕ ăмăртнă.

4 çухрăмлă спринтра Павел Охотников çĕнтернĕ. Маларах Çатракассинчи вăтам шкулта вĕреннĕскер (тренерĕ А. Соловьев) халĕ ăсталăхне Шупашкарти 2 " Олимп резервĕсен ятарлă спорт шкулĕнче ÿстерет.

Пирĕн район хĕрĕсем те ăмăртăва лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Халĕ çÿлерех асăннă спорт шкулĕнче вĕренекен, маларах Ярапайкасси шкулĕнчи Э. Гордеев тренерăн воспитанникĕсем – Анастасия Костина (1-мĕш вырăн), Светлана Соколова (1-мĕш вырăн) тата Диана Чернова (2-мĕш вырăн) – тĕрлĕ ÿсĕмсенче ăнăçлă ăмăртса çĕнтерÿçĕсен картлашки çине тăма пултарнă.

Хĕллехи сезона лайăх хатĕрленсе биатлонистсене малалла та пире лайăх кăтартусемпе савăнтарма ăнăçусем сунатпăр. Район çамрăкĕсене пĕрре мар ырă тĕслĕх кăтартмалла пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика